Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашсен ячӗсем

(В.К.Магницкий кӗнеки тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ)

Тӑван халӑхӑмӑрӑн иртнӗ вӑхӑт сассиллӗ кун-ҫулӗ пирӗн канлӗх шырама пӗлмен асаттемӗрсенех кӑсӑклантарнӑ. Акӑ, илсе пӑхӑр-ха чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнчи катрам-катрам юмахсене, ҫухалнӑ ӗмӗтсемлӗ халапсене (аваллӑх, паттӑрлӑх (улӑп), халӑхӑн пулни-иртни, тӗрлӗ паллӑ вырӑн ячӗсем ҫинчен калаканнисем), салху кунсемлӗ легендӑсене, вӑхӑт инҫечӗпе шурса-кӑвакарса кайнӑ истори халапӗсене!

«Истори преданийӗсенчен пӗринче, сӑмахран, авалхи чӑвашсем Хура тинӗспе инҫетри тусен леш енчен килни, кайран монгол ҫарӗсем хӗснине пула вӑрмансене тарса пӗтни, унта вырӑнти йӑх-ӑрусемпе пӗрлешсе кайни ҫинчен каланӑ. Ҫакӑ пирӗн халӑх пурнӑҫӗнче чӑн пулса иртнӗ истори факчӗ» (В.Ф.Каховский. Чӑвашсем. - Шупашкар, 1984, 24)

Тӑван халӑх хӑйӗн ҫак анлӑ та аслӑ тӗнчен сипетлӗ ыр шанчӑкне пӗр хыпарсӑр ҫухаласран пире сӑмахлӑхӑмӑрта ӗмӗрлӗхех парса хӑварнӑ. Унӑн шухӑш-ӗмӗт, вӗрентӳ тата ӑспару калчиллӗ жанрӗсем ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене те, тавра пӗлӳҫӗсене те, уйрӑм ҫынсене те тӑтӑш шухӑшлаттараҫҫӗ, калаҫтараҫҫӗ, тавлаштараҫҫӗ те. Пулас ӑрусем вара ӑна малашне те хӑпартланса та хавхаланса тӗпченӗ пулӗччӗҫ.

Аваллӑхӑн чӗнтӗрлӗ ӗлккенлӗхне куҫкӗрет уҫса кӑтартакансен шутне чи малтан археологсене кӗртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен истори пӗлӗвӗн шӑнӑрӗ чӑннипех археологи (аваллӑх, ӗлӗкхи халӑхсем, вӗсен пурнӑҫӗпе йӑлисем, культури ҫинчен авалхи тӗрлӗ япаласем тӑрӑх вӗрентекен наука) пулса тӑрать. Вӗсем ятарласа чавса тупнӑ аваллӑх хатӗрӗсем Ҫӗр ҫинчи халӑхсен кун-ҫулӗн тапхӑрӗсене сӑнлаканнисем шутланаҫҫӗ, археологипе культура сийӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫавсем ҫеҫ пӗр-пӗр халӑхӑн мӑн аслашшӗсем миҫемӗш ӗмӗрсенче мӗн-мӗн ӗҫлесе пурӑннине, вӗсемпе кулленхи пурнӑҫ-ра епле усӑ курнине, вӗсен тӗнче курӑмӗпе ӑнла-нӑвне, пурлӑх культурин паллисёне яр-уҫҫӑн кӑтартса пама пултараҫҫӗ. Шел те, чӑваш халӑхӗпе ҫеҫ ҫыхӑннӑ авалхи археологи палӑкӗсем пирӗн сахал. Чӑваш Республикин территорийӗнче «ҫавнашкал палӑксем (пӑлхар хулашӗсемпе ялӗсем, тӑм е йывӑҫ пӳрчӗсемпе хуралтисен юлашкисем, авалхи масарӗсем т. ыт. те) ҫӗре яхӑн шутланаҫҫӗ» (В.Ф.Каховский. Ҫавӑнтах, 22 с).

Кунсӑр пуҫне несӗлсен пурнӑҫне тӗпчесе пӗлме тӑван чӗлхере те пуян, паха материал самаях тупма пулать. Уйрӑмах вӑл шута халӑхра паянхи кунчченех упранакан пӗр-пӗр ял, шыв-шур, ҫырма-ҫатра ҫын-тавраш, киремет тата ытти тӗрлӗ паллӑ вырӑнсен ячӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсемпе ҫыхӑннӑ историсемпе каларӑшсем, тӗрлӗ сӑнавсемпе асӑрхаттарусем, халӑх ӑнлантарӑвӗсемпе ӗненӗвӗсем темӗн чухлех тӗл пулаҫҫӗ. Истори докуменчӗсенче, кун-ҫул ҫырӑвӗсенче, ҫул ҫӳревҫӗсен ӗҫӗсенче XV ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчен пуҫласа ҫав ятсен пӗчӗк пайӗ ҫырӑнса юлма пуҫланӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, ӑруран ӑрӑва куҫса пырса, тӑван чӗлхере халӗ те упранать. Сӑмах май, ҫавсене пуҫтарса пирӗн чӗлхеҫӗсем нумаях пулмасть уйрӑм кӗнеке туса пичетлесе кӑларни пушшех савӑнтарать, ӑслӑлӑх диссертацийӗсем малашне ҫине-ҫине пуласси пирки шантарать. Кӗнекин тулли ячӗ ҫапларах: «Прямой и инверсионный словари комонимов Казанской губернии. (Сост. С.В.Колесникова, Г.Е.Корнилов, А.А.Леонтьева. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2004. - 708 с.)». 1897 ҫулта ирттернӗ ҫырав материалӗсемпе усӑ курса Хусан кӗпӗрнине кӗнӗ ҫынсем пурӑнакан тӗрлӗ ял-сала ячӗсене тата вӗсемпе пӗрешкел кӳлӗпе юхан шыв тата шыв-шур ячӗсене кӗртнӗ кунта.

Пайӑр ҫын ячӗсен, вӗсен пулӑвӗпе тӑтӑшлӑхне, куллен усӑ кураслӑхне кӑтартнӑ ятарлӑ, «хулӑм», пурне те тивӗҫтерекен кӗнекесем пирӗн паянхи кунчченех ҫук. Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗн хӑйне евӗр ӳсӗм гормонӗсем пулма тивӗҫлӗ вӗсем. Хамӑрӑн чӑвашлӑхӑмӑра тытса тӑраканнисем — хальлӗхе сыхлавлӑх ҫирӗп тымарӗсемлӗ тӑван чӗлхемӗр, ӗлӗкрех чӑн пулнӑ ятсемпе хушаматсем тата «ҫӗнелсе», «улшӑнса», чи лайӑххисене упрама пӗлмесӗр ҫӗнӗ ӗмӗрте манса пыракан йӑла-йӗрке.

Ӑспа ӑнланӑва ҫивӗчлетме пулӑшакан ятсем пур-ши пирӗн. Пурнӑҫ тивлечӗ е аттесемпе аннесем, тӑван пӗтенсем пиллесе парнеленӗ ятсен сӑн-сӑпатне еплерех туятпӑр, йӗркелетпӗр, тӗпчетпӗр эпир. Паян вара, тен, хамӑр сисмесӗрех ытларах «модӑллӑ» ятсем ҫине сӑмаха куҫаратпӑр. Акӑ 60-70-меш ҫулсенче ҫак ятсем питӗ анлӑ сарӑлнисем тата тӑтӑш тӗл пулаканнисем шутланнӑ: Александр, Алексей, Андрей, Дмитрий, Сергей; Елена, Ирина, Наталья, Ольга, Светлана, Татьяна. Ҫавна май арҫынсен тата хӗрарӑмсен ячӗсен списокӗ пушшех кӗскелсе-пӗчӗкленсе пынӑ. Мӗне тӗпе хурса панӑ-ха ятсене. Сӑлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ. Ҫапах та ҫак йӗрке халӗ те модӑна пӑхӑннипе ытларах аталанса пырать. Ялта та, хулара та халӗ шкул ачисен хушшинче кашни виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш ача — Сергей — Ҫеруш; Алексей — Леша, Алеша; Дмитрий — Дима, Тимуш; Владимир — Володя, Вовик, Вова; Наталья — Наташа; Ольга — Оля; Ирина — Ира, Иркка, Урине тесе сайра хутра ҫеҫ калатпӑр... Ҫакнашкал ятсем тӑтӑш тӗл пулни ашшӗ-амӑшӗсем урӑхларах ят шыраманнинчен нумай килет. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аслашшӗсене е асламӑшсене, кукашшӗ е кукамӑшсене асӑнса ача-сене ят хуракансен шучӗ халӑхра чаксах пыма пултарать. Ҫав енчен илсен шӑллӑма мухтас килет. Атте ҫуралнӑ кун шӑпах унӑн ывӑлӗ ҫуралнӑ. Вара вӗсем пӗр тавлашусӑр ӑна аслашшӗн ятне параҫҫӗ - Порфирий, Порфишка тесе чӗнеҫҫӗ. Ӗлӗкренех чӑваш: «Сыпӑкран сыпӑка пултӑр!» — тенӗ. Ытларах илемлӗрех, ҫав хушӑрах пӗрешкел илтӗнекен ятсем шыранӑ пирӗн мӑн асаттесем. Тӗслӗхрен, ҫу чӑвашсен е тӗне кӗмен чӑвашсен ашшӗ ячӗ А сасӑпа пуҫланнӑ пулсан, ачисене те ҫав сасӑпах пуҫланакан ятсене панӑ: Михай — ашшӗ, Микатӗк, Миките, Микалюк — ачисем. Альтюк — амӑшӗ, Аксюк, Апаш — хӗрӗсем. Ҫакнашкал йӗрке пурри кӳршӗллӗ ҫармӑссен те сисӗнет. Ку йӑла тахҫан «пӗр сулмакпа пӗрле утнӑ» пушкӑртсен, казахсен тата ытти тӗрӗк халӑхӗсен те пулнӑ.

Ят хурасси тӗрлӗ ҫӗрти чӑвашсен тӗрлӗрен пулса пынӑ. Архивра упранакан пӗр-икӗ тӗслӗх илсе пӑхӑпӑр. Пӗрремӗшӗнче, 1870 ҫулсенче ҫырса илнӗскерӗнче, ҫапла калани тӗл пулать: «Ача ҫуралсан, пӗр 5-6 кун иртсен ӑна ят хураҫҫӗ. Ят хунӑ ҫӗре пур хурӑнташсене тата ят хуракан эпи карчӑка чӗнеҫҫӗ. Ҫав ят хунӑ ҫӗрте чи кирлӗ япаласем. ҫаксем: ҫӑкӑр, чӑкӑт, шӑрттан, ҫӑмарта. Ят хурас умӗн чӑкӑтпа шӑрттана вакласа пурин аллине тыттараҫҫӗ, унтан вара кӗлле тӑраҫҫӗ. Кӗлӗ туса пӗтерсен сак ҫине ларса ҫав чӑкӑта, шӑрттана ҫиеҫҫӗ. Кайран вара ҫӑмӑлланнӑ арӑм парне валеҫет, эпи карчӑкне кӗпе, ӑна пулӑшакан арӑмсене сурпан парать. Тӗне кӗнӗ чӑвашсем халӗ ӗнтӗ чӑкӑт пуҫламаҫҫӗ» (Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн наука архивӗ, I пай, 207 т., 77 л.). Тепӗр тӗслӗхӗ те ӗмӗр ахрӑмне пирӗн куҫ умне каларса чӑваш тӗнчин тӗлӗнтермӗшӗпе паллашма хистет: «Хӑш-пӗр чӑвашӑн ҫемйинче ача-мӗн пурӑнмасан, вара ачисен ятне пӑстарса хураҫҫӗ. Хам пелекен Никифор ятлӑ ачана Тӑхтаман теҫҫӗ. Тата тепри Васили ятлӑ. Ана вӗсем Юман теҫҫӗ. Тата пуҫне е мӑйне мӑкӑль е ҫӑпан вырӑнӗ пулса юлсан, ана вара Минне теҫҫӗ (Ҫавӑнтах, I пай, 267 т., 176 л.). Паянчченех хӑш-пӗр ҫын ялсенче икшер ятпа ҫӳрет. Вӗсен хушшинче тӑтӑшах Чӗкеҫ, Шӑнкӑрч, Кайкки тӗл пулать. Пӗчӗккӗ чухне пӗр ятпа, ар ҫулӗнче тепӗр ятпа ҫӳренӗ тӗслӗхсем те пур. Тӗпрен илсен, тӗне кӗмен чӑвашсем те хӑйсен ячӗсене сӑлтавламан пулас. Вӗсем те, тӗнчери пур халӑх пекех, кӳршӗллӗ халӑхсен ячӗсемпе ытларах усӑ курнӑ. Вӑл ятсен пӗтӗмӗшле шучӗ ҫук. Ытларах илемлӗ литература страницисем урлӑ ҫеҫ пӗлетпӗр эпир вӗсен сӑн-сӑпатне. Несӗлӗпе вӑл ятсем чылайӑшӗ тутар чӗлхинчен илнӗскерсем. Ҫыннӑн чӑн-чӑн ятне калама юраман. «Ялта ятпа чӗнсен ятлать», - тенӗ халӑхра. «Ашшӗ ячӗпе чӗнсессӗн чӑваш ҫиленет. Ашшӗ-амӑшӗ ятлӑ ҫынна ятӗнчен чӗнмеҫҫӗ: атте ятли, анне ятли теҫҫӗ» (Чӑваш тӗнчи. Чӑваш халӑх каларӑшсем. В.П.Галошев пухса хатӗрленӗ. - Шупашкар, 2003, 134 с). Ҫын качча килсен те ятпа каламан. Кулленхи хутшӑнура пӗрне-пӗри ӑру-тӑванлӑх терминӗсемпе - асанне, кукамай, асатте, кукаҫи, атте, анне, кин, ывӑл, кӗрӳ, пуҫана, пултӑр, мамак, пӑяхам... тесе чӗннӗ. Уйрӑмах ҫакнашкал ӑнлавсем тӗрӗк халӑхӗсен анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш чӗлхинче вӗсем, Н.И.Егоров професоор каланӑ тӑрӑх, 200 яхӑн. Шутлатӑп та, ҫав аваллӑх пирте халӗ те упранать иккен. Акӑ, писательсемпе поэтсем те, ытти пултарулӑх ҫыннисем, тен, ҫавӑнлах хӑйсен чӑн-чӑн ятне пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ псевдоним шыраса тупаҫҫӗ.

Тӑван чӗлхемӗрӗн вӗҫӗмсӗрлӗхӗпе авӑрлӑхӗ, курӑмлӑхӗпе паркалӑхӗ, пиҫӗлӗхӗпе тасалӑхӗ, ҫирӗплӗхӗпе хӑватлӑхӗ, уҫӑмлӑхӗпе хӗрӳлӗхӗ, тулӑхлӑхӗпе тӗпсӗрлӗхӗ, кӑсӑклӑхӗпе усӑллӑхӗ...

Ҫапла, сӑлтавӗпе те, пӗлтерӗшӗпе те ят хурасси тӗрлӗрен пулма пултарать. Тем ҫинчен те каласа параҫҫӗ ҫын ячӗсем. Ҫын ячӗсем хӑшӗсем ҫухалаҫҫӗ, теприсем хушаматсенче сыхланса юлаҫҫӗ, ӑруран ӑрӑва куҫаҫҫӗ. Ӗмӗртен ӗмӗре куҫакансем те пур.

Чӑвашлӑх ӑслӑлӑхӗнче куллен уса курмалли тепӗр паллӑ ӗҫ те пур пирӗн. Вӑл тӗне кӗмен чӑвашсен арҫын ячӗсене пӗтӗмӗшле пухса пичетленӗ ятарлӑ кӗнеке. Ӑна кӑлараканӗ — чӑвашсен революцичченхи паллӑ историкӗ, этнографӗ тата чӗлхеҫи Василий Константинович Магницкий (1839-1901) пулнӑ.

40 ҫул хушши В.К.Магницкий чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗпе йӑли-йӗрки, историйӗ ҫинчен Хусанта тухса тӑракан хаҫатсемпе журналсенче, кӗнекесен пуххисенче ҫӗршер статья ҫырса пичетленӗ. Анчах та чи паллӑраххисем, вырӑсла пичетленсе тухнӑ «Материалы к объяснению старой чувашской веры» (Хусан, 1881 ҫул) тата «Чувашские языческие имена» (Хусан, 1905 ҫул) кӗнекисем пулса тӑраҫҫӗ. Маларах асӑннӑ тӗпчевӗнче В.Ф.Каховский пирвайхи ӗҫӗ пирки ҫапларах каласа иртсе каять: «В.К.Магницкий чӑвашсен христиан тӗнне йышӑничченхи ячӗсене тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫӗнче, сӑмахран, авалхи тӗрӗк чӗлхисенчен кӗрсе юлнӑ 173 ӑру (тавраш) ятне илсе кӑтартнӑ» (ҫавӑнтах, 25 с). Юлашки ӗҫӗ пичетрен тухнӑранпа вара кӑҫал шӑпах 100 ҫул ҫитрӗ.

Асӑннӑ кӗнеке пичетленнӗренпе пӗр ӗмӗр иртрӗ пулин те, вӑл чӗлхе пӗлӗвӗнчи, историпе этнографи тӗпчевӗсенчи пӗлтерӗшне паянхи кунччен те ҫухатман. Ҫак ӗҫпе историксем, этнографсем, чӗлхеҫӗсем хӑйсен паянхи тӗпчевӗсенче час-часах усӑ кураҫҫӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи В.Г.Егоров профессор та пысӑка хурса хакланӑ. «Хусан кӗпӗрнин виҫӗ уесӗнче пухса ҫырса илнӗ вунӑ пин те 587 ятран тӑракан ӗҫ тӑван халӑхӑн историне ҫутатса тӗпченӗ чухне пысӑк пулӑшу пама пултарать», — тенӗ вӑл.

И.А.Андреев профессор хӑйӗн «Ҫын ячӗсем» кӗнекинче, мӑн асаттесем пирки асӑннӑ чухне, В.К.Магницкий ӗҫне тишкермесӗр иртсе кайма пултарайман: «Вӑл арҫын ячӗсене шӑпах документсем тӑрӑх пухнӑ, хӑйӗн списокне те документсенче ҫырнӑ пекех кӗртнӗ. Вырӑсла ҫырнӑ документсенче тиексем чӑваш ячӗсене калаҫура илтӗннӗ пек ҫырайман, чылайӑшне вырӑсла е тутарла май улӑштарнӑ. Ҫавӑнпа та документра ҫырни тӑрӑх авалхи ят епле илтӗннине нумай чухне пӗлме ҫук. В.К.Магницкий списокӗнчех акӑ Ахтибяк, Аюка, Баген, Байзув, Берзибяк, Дюта, Егон, Качалов, Килдыбяк, Килекитка, Обрис, Огитка ятсем пур. Вӗсен чӑн-чӑн сапачӗ пирки тем тӗрлӗ те шухӑшлама пулать» (И.А. Андреев. Ҫын ячӗсем. - Шупашкар, 1983, 37-38 с).

В.К.Магницкий ҫырса илнӗ арҫын ячӗсем чӑвашсен хушшинче XVII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче анлӑ сарӑлнӑскерсем пулнӑ. Автор вӗсене 1718-1722, 1782, 1795 ҫулсенче ирттернӗ ҫырав материалӗсенчен, чиркӳ докуменчӗсенчен ҫырса илнӗ. Анчах та вӗсем халӑх хушшинчи сӑн-сӑпачӗпе документра ҫырӑнни нумай чухне пӗрешкел пулман. Чиркӳ ҫыннисем тата вырӑс тиекӗсем ҫав ятсене пӑсса хӑйсем манерлӑ ҫырса хунӑ. Ҫавӑнпа та Актчум, Алмяк, Ахкуча, Бархак йышши ятсен малтанхи сӑн-сӑпатне туйса илме, пӗлтерӗшне ӑнланма пире питех те йывӑр. Вӗсен малтанхи пӗлтерӗшӗпе пулӑвне М.Р.Федотов, Г.Е.Корнилов, Н.И.Егоров, И.А.Андреев профессорсен ятарлӑ кӗнекисемпе статйисенчен ҫеҫ пӗлме пулать.

Ҫапах та асӑннӑ кӗнекен паха енӗсене ҫак пӗчӗк тишкерӳре палӑртса пӗтерме те хӗн. Уйрӑмах В.К.Магницкий чӑвашсен «таврашсем», «хушаматсем» ҫинчен ҫырса хӑварнисем пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. Вырӑссен хушшинче анлӑ сарӑлнӑ Менделеев, Тургенев, Милютин хушаматсем В.К.Магницкий ӗнентернӗ тӑрӑх, Менделей, Тургеней тата Милют тӗне кӗмен чӑваш ячӗсенчен пулса кайнӑ. Ҫавӑн пекех Патри, Сахват, Тинехви, Хветик, Хозан йышши арҫын ячӗсем пӗр вӑхӑтрах тавраша та пӗлтернӗ. Ҫак халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ таврашсен ячӗпе уйрӑмах ялта пурӑнакансем пӗр-пӗрне чӗнесси, палӑртасси, пӗлесси паянхи кунчченех традицие кӗрсе тӑсӑлса пырать. Ялтисем, уйрӑмах ваттисем, халӗ те пӗр-пӗрне «вӑп Тяпан таврашӗ», «ку Сӑмук таврашӗ», «ҫавӑ Шӑпӑр таврашӗнчен» тесе каланине кашни кун ҫӗршер хут та илтме тӳр килет.

Пӗтӗмӗшле каласан, авалхи ятсен «Алфавитне» пухса хатӗрлесе В.К.Магницкий халӑха валли питех те кирлӗ ӗҫ туса хӑварнӑ. Паллах, вӑл вӑхӑтра ҫырса илсе хӑварнӑ ятсен формисене, варианчӗсене тӗрӗс палӑртса шута илес пулсассӑн, ҫитес вӑхӑтрах чӑваш тӗпчевҫисем вӑл ятсен историйӗпе пулӑвне туллин тупса палӑртӗҫ. Вара чӑвашсен аваллӑхӗпе иртнӗ кун-ҫулӗн тупсӑмне уҫса кӑтартма май паракан ҫершер ҫул истори тусанӗпе витӗннӗ ҫӗнӗ фактсем татах та чылай тупӑнӗҫ.

Л. Атлай., Хыпар, 2005, раштав, 30.


 
Категорисем: Йӑла-йӗрке
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-09-26 11:52:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12483 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем